«Чăваш тĕнчи» ÿкерчĕксен конкусне 6-мĕш классем хутшăнчĕç. Чи малтан вĕсем кашни
хăй «Мĕн вăл чăваш тĕнчи?» темăна мĕнле ăнланни çинчен пĕлтерчĕç. Пĕрисемшĕн вăл
- атте-анне,аппа, пичче, шăллĕ, йăмакĕ, теприсемшĕн- тăван ял, çывăхри вăрман,
çуллахи вăхăтра ял çывăхĕнчи кÿлĕре чăмпăлтатни. Ачасем хăйсен ÿкерчĕкĕсенче ытларах
чăваш аваллăхне сăнласа пачĕç. Хăйсем ăсталанă ÿкечĕксемпе пĕр-пĕрне
паллаштарчĕç.