Нарӑсӑн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунӗ
Дата: 20.02.2021
Нарăсăн 21-мĕшĕ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунĕ. Ăна ЮНЕСКОн Тӗп конференцийӗн пуҫарӑвӗпе 1999 ҫултанпа паллă тӑваҫҫӗ.Кашни халăхӑн хӑйӗн чĕлхи. Пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Тӑван чӗлхе–ӗмӗртен упранса пынă пуянлăх. Тӑван чӗлхе, чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă.Тӑван чӗлхе –асаттесен пехилӗ. Мӗнле илĕртÿллĕ тӑван чӗлхе: шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юххи, вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗрене ҫулҫи… Ваттисен сӑмахӗсем мӗнле ытарлӑ: «Пурнӑҫ - хӳри пӑрӑнӑҫ. Хӗл пуҫтарать, ҫу салатать. Ват ҫын – тӑват ҫын…» Тупмалли юмахсене илсе пӑхар-ха. «Тӑлӑпӗ пӳртре, ҫанни тулта. Пӗр пичче хӗлле канать, тепӗр пичче ҫулла канать». Халăх ăсĕ-тăнĕ çутçанталăкпа пĕрле пулни курăнать.
Тӑван чӗлхепе иртекен конкурссене ачасем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть Пӗтӗм регионсем хушшинче иртнӗ интернет- олимпиадӑра пирӗн шкултан 5,6-мӗш классем хутшӑнчӗҫ, вĕсенчен Трофимов Андрей, Федоров Кирилл призерсем пулса тӑчӗҫ. Вӗренӳ институчӗ ирттернӗ«Хусанкай вулавӗсем - 2021» конкурсра вара 7 класри Гордеев Евгений, Меженьков Ярослав, Гаврилова Анжела,, Назаркина Екатерина, 6 класри Федорова Стефания поэт сӑввисене пӑхмасӑр кӑмӑла ҫӗклемелле каларӗҫ. Ҫак кунсенче 2-11 класри вӗренекенсем вара«Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурс ыйтӑвӗсене хуравласа ярса пачӗҫ. Пĕтĕм тăван чĕлхе кунне халалласа 6-9 классенче уроксем иртрĕç. Тĕрлĕ шÿтлĕ ыйтусене тупрĕç, ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç. Кашни класрах çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. «Вӗренӗр, тӑрӑшӑр! Хытӑ юратӑр тӑван чӗлхене, янравлӑрах, ҫунатлӑрах пултӑр тӑван чӗлхе! – ҫапла чӗнсе калать «Вӗҫкӗн Ваҫҫа» авторӗ Стихван Шавли.
Шухӑшла ҫакна, ӑсла:
Лайӑх вӗрен вырӑсла!
Аннӳ панӑ чӗлхерен
Ан вӑтан эс ӳлӗмрен!
Унсӑрӑн ятна яран,
Ҫамкуна та ҫаптаран.
|